26 января 2014 г.
Çакăн çинчен республикăн ачасен тĕп хӳтĕлевçи Вячеслав Рафинов Етĕрне районĕнче вырăнти хула тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе тĕл пулнă чух чарăнса тăнă.
Паянхи кун Етĕрне районĕнче ашшĕ-амăшĕн ăшшисĕр юлнă ачасем 113-ĕн иккен. Вĕсенчен çурри ытларахăшне, 71 ачана, опекунсен çемйине илнĕ, 25-шне — усрав çемьене. 27 ача — тăлăх, 64-шĕ ашшĕ-амăшĕ пур çинчех вĕсен хӳтлĕхĕсĕр юлнă, 9-шне аслисем хăйсен кăмăлĕпе опекăна пама килĕшнĕ.
Тĕлпулура тăлăхсене çурт-йĕрпе тивĕçтерес ыйту пирки самай калаçнă. Тĕрĕсрех, вăл программа епле пурнăçланни пирки. Виçĕм çул Етĕрне районĕнче 8 ачана çурт-йĕрпе тивĕçтернĕ, пĕлтĕр — 10. Чи савăнтараканни — ашшĕ-амăшĕн хӳтлĕхĕсĕр юлакансен хисепĕ чакни. Çакна Ачасен правине хӳтĕлес енĕпе ĕçлекен республикăри уполномоченнăй Вячеслав Рафинов палăртса хăвранă.
Хальхи вăхăтра профессилле усрав çемьесем йĕркелес ыйту тавра та пуç ватаççĕ иккен. Калаçнă май ун йышши Мăн Чураш ял тăрăхĕнче пуррине тавçăрса илнĕ. Профессилле усрав çемье йĕркелес шухăшлисем ытларах чух — педагогика ĕçĕн ветеранĕсем иккен.
Вера Эверкки
Первоисточник: Чувашский народный сайт http://www.chuvash.org/news/4797.html