Уполномоченный по правам ребенка в Чувашской РеспубликеОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » А­ча­сем – пи­рĕн пу­лас­лăх

31 мая 2013 г.

А­ча­сем – пи­рĕн пу­лас­лăх

А­ча­лăх – каш­ни çын пур­нă­çĕн­чи чи ла­йăх вă­хăт. Вар­тан тух­нă тĕп­рен­чĕ­ке çĕр çин­че мĕн пур ыр­лă­ха па­ма тă­рă­шат­пăр. Ача­сем – пи­рĕн пу­лас­лăх тет­пĕр пу­лин те, шел, хăш-­пĕр чух­не вĕ­се­не кÿ­рен­тер­нĕ са­мант­сем­пе те тĕл пу­лат­пăр. Ун пек чух­не ва­ра вĕ­се­не тĕр­лĕ ор­ган хÿ­тĕ­лет. Ирт­нĕ çул­хи декабрь уйă­хĕн­чен ва­ра пĕ­чĕкс­кер­се­не ача­сен пра­ви­се­не хÿ­тĕ­ле­кен упол­но­мо­чен­нăй В.В. Ра­фи­нов пу­лă­шу па­ма пуç­ла­рĕ. Ача­се­не хÿ­тĕ­ле­мел­ли кун умĕн ун­па тĕл пул­са хăш-­пĕр ый­ту çи­не ху­рав­ла­ма ыйт­рă­мăр.

– Вя­чес­лав Вик­то­ро­вич, Чă­ваш Рес­пуб­ли­кин­чи ача­се­не хÿ­тĕ­ле­кен упол­но­мо­чен­нăй – çĕ­нĕ пат­ша­лăх ор­га­нĕ. Ăна йĕр­ке­ле­нин тĕп сăл­та­вĕ мĕн­ле?

– 2012 çул­хи ок­тяб­рĕн 2-­мĕ­шĕн­чи «Чă­ваш Рес­пуб­ли­кин­чи ача­се­не хÿ­тĕ­ле­кен упол­но­мо­чен­нăй çин­чен» за­кон­па ки­лĕ­шÿл­лĕн рес­пуб­ли­кă­ра çĕ­нĕ долж­ноç йĕр­ке­лен­чĕ. Мĕн­шĕн? Юлашки çулсенче Раç­çей­ри мĕн пур ре­гион­тах, хăш-­пĕ­рин­че 10 çул ыт­ла та, ача­сен пра­ви­се­не хÿ­тĕ­ле­кен упол­но­мо­чен­нăй ĕç­лет. Çа­вăн­па та Чă­ваш Ен­ре те çак ор­га­на пу­çар­са янă. Ăна йĕр­ке­ле­ни çемье­сен­че ача­сен, тă­лăх­сен, аш­шĕ-

а­мăш хÿт­лĕ­хĕ­сĕр юл­нăс­кер­сен пра­ви­се­не пăс­нă тĕс­лĕх­сем час-­ча­сах пул­ни­пе те çы­хăн­нă. Пи­рĕн тĕп функ­ци – йĕр­ке­не пăс­ни­не чар­са лар­тас­си, ен­чен те япăх тĕс­лĕх пул­сан – ăна пĕ­те­рес­си.

– Ача­се­не кил­ти пус­мăр­тан мĕн­ле хÿ­тĕ­ле­мел­ле? Вĕ­сем хăй­сем си­рĕн па­та ый­ту­па тух­ма пул­та­раç­çĕ-и?

– Кун пирки полици органĕсене тÿрех пĕлтермелле. Пире те шăнкăравлама пул­та­раç­çĕ: те­ле­фон – 62-41-05. Элект­рон­лă ад­рес­па ( ombudsman@cap.ru) та çы­ру яма пу­лать. Кил­те пус­мăр (­мăш­кăл) пул­мал­ла мар, çын­сен, уй­рă­мах ача­сен, пра­ви­се­не пăс­ма юра­масть. Ун­сă­рăн, çак­наш­кал пу­лăм çын­сен куль­ту­ра шай­не, об­щест­во ата­ла­нăв­не яр уç­çăн кă­тарт­са па­рать. Йĕр­ке­не пăс­нă тĕс­лĕх тÿ­рех ку­çа ку­рă­нать, çа­вăн­па та çа­кăн пек ла­ру-­тă­ру сик­се тух­сан ки­рек ка­мăн та, тă­ва­нĕ­сен, кÿр­ши­сен, вос­пи­та­тель­сен, медицина ĕçченĕсен, учи­тель­сен та­та ыт­ти­сен те, ятар­лă ор­ган­се­не пĕл­тер­мел­ле.

– Шу­паш­кар ра­йо­нĕн­чен си­рĕн па­та пу­лă­шу ыйт­ма ки­леç­çĕ-и? Ыт­ла­рах мĕн­ле ый­ту­сем­пе?

– Шу­паш­кар ра­йо­нĕ – пы­сăк ра­йон. Ун­та – 13 пин ыт­ла ача. Пи­рĕн па­та пу­лă­шу ыйт­ма ки­ле­кен­сем те пур. Пĕ­тĕ­мĕш­ле, ыт­ти­се­не ка­нăç­сăр­лан­та­ра­кан ый­ту­се­мех Шу­паш­кар ра­йон çын­ни­се­не хум­хан­та­раç­çĕ: пу­рăн­мал­ли çурт-­йĕр­пе, са­дик­сем­пе çы­хăн­нă ый­ту­сем. Ун­та чи çи­вĕч ый­ту – шкул çул­не çит­мен­ни­сен уч­реж­ден­ийĕ­се­не выр­наç­та­рас­си. Уй­рă­мах Кÿ­ке­çе пыр­са тивет. Çурт-­йĕр­пе çы­хăн­нă ый­ту­сем­пе тă­лăх­сем ки­леç­çĕ, сă­мах­ран, че­ре­те тă­рас­си пир­ки. Чы­ла­йă­шĕ хăй­сен пра­ви­се­не пĕл­мест. Эпир вĕ­се­не кон­суль­та­ци па­рат­пăр.

– Ну­маях пул­масть мас­сăл­лă ин­фор­ма­ци ха­тĕ­рĕ­сен­че Амур об­ла­çĕн­чи ин­тер­нат-ш­кул­та ас­лă вос­пи­тан­ни­цă­сем кĕ­çĕн­ни­се­не хĕ­не­ни­не пĕл­тер­чĕç. Çак ла­ру-­тă­рă­ва мĕн­ле хак­ла­тăр? Ун пек­ки урăх ан пул­тăр те­сен мĕн ту­мал­ла?

– Шел, Амур об­ла­çĕн­че çа­кăн пек тĕс­лĕх пул­нă. Тĕ­рĕс­си­пе, ун пек­ки çемье­ре те, тĕр­лĕ ача уч­реж­де­ни­йĕнче те ни­хă­çан та пул­мал­ла мар. Çак­наш­кал ла­ру-­тă­ру урăх ан пул­тăр те­сен чи мал­тан ун пир­ки çын çи­не ят кă­лар­мал­ла, об­ществен­но­çа пĕл­тер­мел­ле, кай­ран ва­ра айăп­ли­се­не явап тыт­тар­мал­ла. Ха­лĕ Амур об­ла­çĕн­че уго­лов­нăй ĕç пу­çар­нă, тĕ­рĕс­лев пы­рать.

– Час-­ча­сах мĕн­ле ый­ту­се­не ху­рав­ла­ма тивет?

– Ыт­ла­рах тă­лăх­се­не, са­хал ту­пăш­лă çемье­се­не çурт-­йĕр, хват­тер па­рас­си­пе çы­хăн­нă ый­ту­сем па­раç­çĕ. Кун­сăр пуç­не та­та тĕр­лĕ по­со­би, ль­го­тă­сем пир­ки те кă­сăк­ла­наç­çĕ. Али­мент ый­тă­вĕ те çи­вĕч. Ма­на çа­кă  пăшăрханта­рать, пĕр-­пĕр­не юрат­са пĕр­леш­нĕ çын­сем те­ми­çе çул хыç­çăн мĕн­шĕн тăш­ман­сем пул­са тă­раç­çĕ-­ха? Пур­лăх, ачи­се­не пай­лаç­çĕ. Али­мент тÿ­ле­меç­çĕ – ыт­ла­рах аш­шĕ­сем, вĕ­сем аш­шĕ ту­йăм­не çу­ха­таç­çĕ, ачи­се­не пу­лăш­маç­çĕ. Ачи­пе амă­шĕ ва­ра чу­ра пе­кех тăр­са юлаç­çĕ.

Рес­пуб­ли­ка хĕ­рĕ­сем чи­кĕ леш ен­чи кач­чă­сем­пе çемье çа­вă­раç­çĕ, çĕр­шыв­ран тух­са кай­са пу­рăн­ма ты­тă­наç­çĕ, ача çу­ра­таç­çĕ. Кăшт вă­хăт ирт­сен ва­ра уй­рă­лаç­çĕ. Ачи­се­не тă­ван çĕ­ре ил­се ки­лес­шĕн, ан­чах май çук, мĕн­шĕн те­сен чи­кĕ леш ен­чи за­кон ача­на çĕр­шыв­ран ил­се тух­ма ирĕк па­масть. Ним ту­ма пĕл­мен амă­шĕ­сем пи­рĕн па­та пу­лă­шу ыйт­ма ки­ле­ççĕ. Çа­кăн пек­ки 5 тĕс­лĕх ыт­ла пул­чĕ. Çа­вăн­па та хĕр­се­не ка­наш па­рас ки­лет: ют çĕр­шыв кач­чи­пе пĕр­ле­шич­чен, пеп­ке çу­ра­тич­чен мал­тан ун­ти çемье за­ко­нĕ­сем­пе ла­йăх пал­лаш­мал­ла.

– Са­дик­сен­че вос­пи­та­тель­сем ача­се­не турт­ка­ла­ни­не, вĕ­сем­пе хы­тă ка­лаç­ни­не илт­ке­ле­ме тÿр ки­лет. Тен, çа­вăн пек уч­реж­де­ни­сен­че ви­део­сă­нав ларт­мал­ла? Мĕн­ле шу­хăш­ла­тăр?

– Вос­пи­та­тель­сен ни­хă­çан та ача­сем çи­не хы­тă кăш­кăр­мал­ла мар, вĕ­се­не турт­ка­ла­мал­ла мар. Вĕ­сем идеал пул­мал­ла. Вос­пи­та­тель­те чун­па «­пиç­се» çит­мен çын ĕç­ле­мел­ле мар.

Хă­руш­сăр­лăх тĕл­лев­не тĕ­пе хур­са ви­део­сă­нав ларт­ни­не ыр­ла­тăп. Чы­лай ор­га­ни­за­ци-п­ред-п­рия­ти­ре ха­лĕ ви­део­ка­ме­рă­сем выр­наç­та­раç­çĕ. Ку – ла­йăх пу­лăм. Ан­чах çак­на та шу­та ил­мел­ле: ÿкер­се ил­нĕ ма­те­риа­ла Ин­тер­не­та, со­циал­лă сеть­се­не выр­наç­тар­ма юра­масть.

– Ву­ла­кан ый­тă­вĕ: «Уй­рăм çурт­ра пу­рă­на­тăп. Хăш-­пĕр чух кÿр­шĕ­сем вăр­çăн­ни, кĕ­çĕн çул­ти ача­сем ма­кăр­ни ил­тĕ­нет. Вĕ­сем çи­не алă йă­таç­çĕ пек ту­йă­нать. Пу­лă­шас тĕл­лев­пе ăç­та шăн­кă­рав­ла­мал­ла?»

– Пирĕн пата, йĕр­ке ху­ра­лĕн ор­га­нĕ­се­не, по­ли­цин де­жур­нăй чаç­не, опе­кă­па по­пе­чи­тельст­во ор­ган­не. Кун пир­ки вос­пи­та­тель­се­не те, учи­тель­се­не те, тух­тăр­се­не те пĕл­тер­ме пу­лать. Йĕр­кел­лĕ çын кун пек ла­ру-­тă­рă­ва ахаль хă­вар­мĕ.

– Ву­ла­кан­ран те­пĕр ый­ту: «Çĕ­нĕ Шу­паш­кар­та пу­рă­нат­пăр. Ма­нăн ача – ин­ва­лид, унăн – ДЦП. Паян­хи кун вăл утай­масть-­ха. Çу­рал­са­нах са­ди­ке че­ре­те тă­тă­мăр. Че­рет çит­ни çин­чен пĕл­тер­чĕç. Халь­лĕ­хе вăл ун­та каяй­масть. Çĕ­нĕ Шу­паш­кар­та ин­ва­лид-а­ча­сем вал­ли ятар­лă са­дик пур-и?»

– Çĕ­нĕ Шу­паш­кар­та ком­би­ни­ро­ван­нăй «По­ля­ноч­ка» ача са­чĕ пур. Ун­та ЧР Вĕ­рен­тÿ ми­нис­терст­ви çу­мĕн­чи ме­ди­ци­нă­па пе­да­го­ги­ка ко­мис­си­йĕн ки­лĕ­шĕв­не шу­та ил­се йы­шă­наç­çĕ. Çав ко­мис­сие кай­ма учас­ток­ри пе­диатр­тан нап­рав­ле­ни ил­мел­ле.

– Аш­шĕ-а­мăш пра­ви­сĕр хă­вар­нин тĕп сăл­та­вĕ­сем мĕн­ле?

– Аш­шĕ-а­мăш пра­ви­сĕр хă­вар­ма суд кă­на йы­шă­ну кă­лар­ма пул­та­рать. Тĕр­лĕ сăл­тав: вос­пи­та­ни тĕ­лĕш­пе хăй­сен ти­вĕ­çĕ­се­не пур­нăç­ла­ман­ни, ача тĕ­лĕш­пе прес­туп­ле­ни ту­ни, пĕл­се тăр­са юри али­мент тÿ­ле­мен­ни, эрехпе иртĕхни  та­та ыт­ти те.

– Опе­кă­на ил­нĕ ача­шăн па­ра­кан ту­пăш мĕн­ле тă­как­лан­мал­ла?

– Ту­пăш ача­на çи­тĕн­ме тă­как­лан­мал­ла: апат-­çи­мĕç, тум­тир туян­ма... Ус­ра­ма иле­кен­сем опе­кă­па по­пе­чи­тельст­во ор­га­нĕ­пе ки­лĕ­шÿ тă­ваç­çĕ. Ун­та пĕ­тĕм­пех çыр­са кă­тарт­нă, çав шут­ра – ту­пăш пир­ки те. Вĕ­сем вă­хăт­ран-­вă­хă­та асăн­нă ор­га­на от­чет ту­са па­раç­çĕ. Ус­ра­ма ил­мел­ли йĕр­ке­не ха­лĕ РФ Пра­ви­тельст­ви çă­мăл­лат­нă.

– Чă­ваш Рес­пуб­ли­кин­че ну­май ачал­лă çемье­сем мĕн­ле со­циал­лă пу­лă­шу­сем­пе усă кур­ма пул­та­раç­çĕ?

– Ну­май ачал­лă çемье­се­не çĕр учас­то­кĕ, 2-­мĕш ача­шăн  амăш капиталĕ, 3-­мĕш е ун хыç­çăн­хи ача­шăн рес­публ­кăн амăш ка­пи­тал­не, кă­çал­хи ян­ва­рĕн 1-­мĕ­шĕн­чен 3-­мĕш та­та ун хыç­çăн­хи ача­шăн, çемье ту­пă­шĕ пĕр çын пуç­не па­лăрт­нă сум­мă­ран са­хал­рах пул­сан, уйăх­се­рен ук­çан тÿ­лев па­раç­çĕ.

Тĕр­лĕ ль­го­та пур: ком­му­нал­лă пу­лă­шу­шăн тÿ­ле­меш­кĕн, тух­тăр ре­цеп­чĕ­пе 6 çу­ла çит­мен ача­сем вал­ли тÿ­лев­сĕр эмел ил­меш­кĕн. Кун­сăр пуç­не та­та му­ни­ци­па­ли­тет ор­га­нĕ­сен йы­шă­нă­вĕ тă­рăх ну­май ачал­лă çемье­ри ача­сем шкул­та, про­фес­си учи­ли­щин­че тÿ­лев­сĕр апат­лан­ма; са­ди­ке пĕр­ре­мĕш че­рет­пе выр­наç­ма; аш­шĕ-а­мă­шĕ­пе пĕр­ле му­зея кай­са кур­ма; çă­мăл­лăх­лă кре­дит ил­ме пул­та­раç­çĕ. 3 е ыт­ла­рах ача ÿс­те­ре­кен аш­шĕ-

а­мă­шĕ ĕç­пе ти­вĕç­те­ре­кен центр ур­лă чи мал­тан ĕçе выр­наç­ма пул­та­рать та­та ĕç пен­си­йĕ йĕр­ке­ле­нĕ чух­не те ль­го­тă­сем пур.

Лю­бовь Се­ме­но­ва  ка­лаç­нă

Источник: "Тăван ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
юридический адрес: 428004, г. Чебоксары, Президентский бульвар, 10, фактическое место нахождения:428018, Чувашская Республика, г. Чебоксары, Московский пр-кт, д.3
Телефон: (8352) 58-33-70
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика