31 мая 2013 г.
Ачалăх – кашни çын пурнăçĕнчи чи лайăх вăхăт. Вартан тухнă тĕпренчĕке çĕр çинче мĕн пур ырлăха пама тăрăшатпăр. Ачасем – пирĕн пуласлăх тетпĕр пулин те, шел, хăш-пĕр чухне вĕсене кÿрентернĕ самантсемпе те тĕл пулатпăр. Ун пек чухне вара вĕсене тĕрлĕ орган хÿтĕлет. Иртнĕ çулхи декабрь уйăхĕнчен вара пĕчĕкскерсене ачасен прависене хÿтĕлекен уполномоченнăй В.В. Рафинов пулăшу пама пуçларĕ. Ачасене хÿтĕлемелли кун умĕн унпа тĕл пулса хăш-пĕр ыйту çине хуравлама ыйтрăмăр.
– Вячеслав Викторович, Чăваш Республикинчи ачасене хÿтĕлекен уполномоченнăй – çĕнĕ патшалăх органĕ. Ăна йĕркеленин тĕп сăлтавĕ мĕнле?
– 2012 çулхи октябрĕн 2-мĕшĕнчи «Чăваш Республикинчи ачасене хÿтĕлекен уполномоченнăй çинчен» законпа килĕшÿллĕн республикăра çĕнĕ должноç йĕркеленчĕ. Мĕншĕн? Юлашки çулсенче Раççейри мĕн пур регионтах, хăш-пĕринче 10 çул ытла та, ачасен прависене хÿтĕлекен уполномоченнăй ĕçлет. Çавăнпа та Чăваш Енре те çак органа пуçарса янă. Ăна йĕркелени çемьесенче ачасен, тăлăхсен, ашшĕ-
амăш хÿтлĕхĕсĕр юлнăскерсен прависене пăснă тĕслĕхсем час-часах пулнипе те çыхăннă. Пирĕн тĕп функци – йĕркене пăснине чарса лартасси, енчен те япăх тĕслĕх пулсан – ăна пĕтересси.
– Ачасене килти пусмăртан мĕнле хÿтĕлемелле? Вĕсем хăйсем сирĕн пата ыйтупа тухма пултараççĕ-и?
– Кун пирки полици органĕсене тÿрех пĕлтермелле. Пире те шăнкăравлама пултараççĕ: телефон – 62-41-05. Электронлă адреспа ( ombudsman@cap.ru) та çыру яма пулать. Килте пусмăр (мăшкăл) пулмалла мар, çынсен, уйрăмах ачасен, прависене пăсма юрамасть. Унсăрăн, çакнашкал пулăм çынсен культура шайне, общество аталанăвне яр уççăн кăтартса парать. Йĕркене пăснă тĕслĕх тÿрех куçа курăнать, çавăнпа та çакăн пек лару-тăру сиксе тухсан кирек камăн та, тăванĕсен, кÿршисен, воспитательсен, медицина ĕçченĕсен, учительсен тата ыттисен те, ятарлă органсене пĕлтермелле.
– Шупашкар районĕнчен сирĕн пата пулăшу ыйтма килеççĕ-и? Ытларах мĕнле ыйтусемпе?
– Шупашкар районĕ – пысăк район. Унта – 13 пин ытла ача. Пирĕн пата пулăшу ыйтма килекенсем те пур. Пĕтĕмĕшле, ыттисене канăçсăрлантаракан ыйтусемех Шупашкар район çыннисене хумхантараççĕ: пурăнмалли çурт-йĕрпе, садиксемпе çыхăннă ыйтусем. Унта чи çивĕч ыйту – шкул çулне çитменнисен учрежденийĕсене вырнаçтарасси. Уйрăмах Кÿкеçе пырса тивет. Çурт-йĕрпе çыхăннă ыйтусемпе тăлăхсем килеççĕ, сăмахран, черете тăрасси пирки. Чылайăшĕ хăйсен прависене пĕлмест. Эпир вĕсене консультаци паратпăр.
– Нумаях пулмасть массăллă информаци хатĕрĕсенче Амур облаçĕнчи интернат-шкулта аслă воспитанницăсем кĕçĕннисене хĕненине пĕлтерчĕç. Çак лару-тăрăва мĕнле хаклатăр? Ун пекки урăх ан пултăр тесен мĕн тумалла?
– Шел, Амур облаçĕнче çакăн пек тĕслĕх пулнă. Тĕрĕссипе, ун пекки çемьере те, тĕрлĕ ача учрежденийĕнче те нихăçан та пулмалла мар. Çакнашкал лару-тăру урăх ан пултăр тесен чи малтан ун пирки çын çине ят кăлармалла, общественноçа пĕлтермелле, кайран вара айăплисене явап тыттармалла. Халĕ Амур облаçĕнче уголовнăй ĕç пуçарнă, тĕрĕслев пырать.
– Час-часах мĕнле ыйтусене хуравлама тивет?
– Ытларах тăлăхсене, сахал тупăшлă çемьесене çурт-йĕр, хваттер парассипе çыхăннă ыйтусем параççĕ. Кунсăр пуçне тата тĕрлĕ пособи, льготăсем пирки те кăсăкланаççĕ. Алимент ыйтăвĕ те çивĕч. Мана çакă пăшăрхантарать, пĕр-пĕрне юратса пĕрлешнĕ çынсем темиçе çул хыççăн мĕншĕн тăшмансем пулса тăраççĕ-ха? Пурлăх, ачисене пайлаççĕ. Алимент тÿлемеççĕ – ытларах ашшĕсем, вĕсем ашшĕ туйăмне çухатаççĕ, ачисене пулăшмаççĕ. Ачипе амăшĕ вара чура пекех тăрса юлаççĕ.
Республика хĕрĕсем чикĕ леш енчи каччăсемпе çемье çавăраççĕ, çĕршывран тухса кайса пурăнма тытăнаççĕ, ача çуратаççĕ. Кăшт вăхăт иртсен вара уйрăлаççĕ. Ачисене тăван çĕре илсе килесшĕн, анчах май çук, мĕншĕн тесен чикĕ леш енчи закон ачана çĕршывран илсе тухма ирĕк памасть. Ним тума пĕлмен амăшĕсем пирĕн пата пулăшу ыйтма килеççĕ. Çакăн пекки 5 тĕслĕх ытла пулчĕ. Çавăнпа та хĕрсене канаш парас килет: ют çĕршыв каччипе пĕрлешиччен, пепке çуратиччен малтан унти çемье законĕсемпе лайăх паллашмалла.
– Садиксенче воспитательсем ачасене турткаланине, вĕсемпе хытă калаçнине илткелеме тÿр килет. Тен, çавăн пек учрежденисенче видеосăнав лартмалла? Мĕнле шухăшлатăр?
– Воспитательсен нихăçан та ачасем çине хытă кăшкăрмалла мар, вĕсене турткаламалла мар. Вĕсем идеал пулмалла. Воспитательте чунпа «пиçсе» çитмен çын ĕçлемелле мар.
Хăрушсăрлăх тĕллевне тĕпе хурса видеосăнав лартнине ырлатăп. Чылай организаци-пред-приятире халĕ видеокамерăсем вырнаçтараççĕ. Ку – лайăх пулăм. Анчах çакна та шута илмелле: ÿкерсе илнĕ материала Интернета, социаллă сетьсене вырнаçтарма юрамасть.
– Вулакан ыйтăвĕ: «Уйрăм çуртра пурăнатăп. Хăш-пĕр чух кÿршĕсем вăрçăнни, кĕçĕн çулти ачасем макăрни илтĕнет. Вĕсем çине алă йăтаççĕ пек туйăнать. Пулăшас тĕллевпе ăçта шăнкăравламалла?»
– Пирĕн пата, йĕрке хуралĕн органĕсене, полицин дежурнăй чаçне, опекăпа попечительство органне. Кун пирки воспитательсене те, учительсене те, тухтăрсене те пĕлтерме пулать. Йĕркеллĕ çын кун пек лару-тăрăва ахаль хăвармĕ.
– Вулаканран тепĕр ыйту: «Çĕнĕ Шупашкарта пурăнатпăр. Манăн ача – инвалид, унăн – ДЦП. Паянхи кун вăл утаймасть-ха. Çуралсанах садике черете тăтăмăр. Черет çитни çинчен пĕлтерчĕç. Хальлĕхе вăл унта каяймасть. Çĕнĕ Шупашкарта инвалид-ачасем валли ятарлă садик пур-и?»
– Çĕнĕ Шупашкарта комбинированнăй «Поляночка» ача сачĕ пур. Унта ЧР Вĕрентÿ министерстви çумĕнчи медицинăпа педагогика комиссийĕн килĕшĕвне шута илсе йышăнаççĕ. Çав комиссие кайма участокри педиатртан направлени илмелле.
– Ашшĕ-амăш прависĕр хăварнин тĕп сăлтавĕсем мĕнле?
– Ашшĕ-амăш прависĕр хăварма суд кăна йышăну кăларма пултарать. Тĕрлĕ сăлтав: воспитани тĕлĕшпе хăйсен тивĕçĕсене пурнăçламанни, ача тĕлĕшпе преступлени туни, пĕлсе тăрса юри алимент тÿлеменни, эрехпе иртĕхни тата ытти те.
– Опекăна илнĕ ачашăн паракан тупăш мĕнле тăкакланмалла?
– Тупăш ачана çитĕнме тăкакланмалла: апат-çимĕç, тумтир туянма... Усрама илекенсем опекăпа попечительство органĕпе килĕшÿ тăваççĕ. Унта пĕтĕмпех çырса кăтартнă, çав шутра – тупăш пирки те. Вĕсем вăхăтран-вăхăта асăннă органа отчет туса параççĕ. Усрама илмелли йĕркене халĕ РФ Правительстви çăмăллатнă.
– Чăваш Республикинче нумай ачаллă çемьесем мĕнле социаллă пулăшусемпе усă курма пултараççĕ?
– Нумай ачаллă çемьесене çĕр участокĕ, 2-мĕш ачашăн амăш капиталĕ, 3-мĕш е ун хыççăнхи ачашăн республкăн амăш капиталне, кăçалхи январĕн 1-мĕшĕнчен 3-мĕш тата ун хыççăнхи ачашăн, çемье тупăшĕ пĕр çын пуçне палăртнă суммăран сахалрах пулсан, уйăхсерен укçан тÿлев параççĕ.
Тĕрлĕ льгота пур: коммуналлă пулăшушăн тÿлемешкĕн, тухтăр рецепчĕпе 6 çула çитмен ачасем валли тÿлевсĕр эмел илмешкĕн. Кунсăр пуçне тата муниципалитет органĕсен йышăнăвĕ тăрăх нумай ачаллă çемьери ачасем шкулта, професси училищинче тÿлевсĕр апатланма; садике пĕрремĕш черетпе вырнаçма; ашшĕ-амăшĕпе пĕрле музея кайса курма; çăмăллăхлă кредит илме пултараççĕ. 3 е ытларах ача ÿстерекен ашшĕ-
амăшĕ ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă чи малтан ĕçе вырнаçма пултарать тата ĕç пенсийĕ йĕркеленĕ чухне те льготăсем пур.
Любовь Семенова калаçнă
Источник: "Тăван ен"